| 3924 | Усал ҫын вилсен тӑман тухать теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3926 | Ӳсӗме епле — ӗмӗрӗ ҫапла. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3927 | Халӑх юнне ӗҫсе пурӑнакан ҫын хӑй ӗмӗрне ҫитсе вилимасть: халӑх сӑмахӗ турпас мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3928 | Халӗ пур чух ӗҫсе-ҫисе выля та кул, вилсен ҫӑвартан пырса ямӗҫ теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 4087 | Хамӑр тӑрӑшмасан кукка пани те кӑлӑхах. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3929 | Хӑйӗн пӗлӗвне пиллемесӗр вилекен ӳкӗнӗҫлӗ вилет теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3930 | Хӑрӑк йывӑҫ чӗриклетсессӗн те ҫӗр ҫул ларать, чӗрӗ йывӑҫ тӳрех ӳкет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3931 | Хӑрӑк турата ҫакӑниччен чӗрӗ турата ҫакӑнас. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 4088 | Хуна пӳрни таҫта та ҫӗтмест. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4089 | Хура шӑпа хура ҫӗрпе хупӑрлать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4090 | Хура шӑпа хура ҫӳҫе шуратать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4091 | Хура шӑпа чуна кӑшлать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3932 | Хура-шурӑ курмасӑр пурнӑҫ мӗнне пӗлме ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3933 | Хуҫӑлнӑ пуртӑ аври ҫичӗ ҫултан кирлӗ пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 4092 | Хыпаланни ҫитмест, пӳрни ҫитет. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3934 | Чавса тӑршшӗ пурӑнас тетпӗр, чӗрне хури тӑршшӗ те пурнаймастпӑр. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3935 | Чаруллӑ пурӑнни кирек хӑҫан та аван. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 4093 | Чӑтма ҫырнӑ тӑк чӑтас пулать теҫҫӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3936 | Чӗлӗм туртать — ҫӗр ҫул пурӑнать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3937 | Чӗмсӗр вилӗм никама та хӗрхенмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3938 | Чӗр пуҫ вилмест, амалет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3939 | Чипер пурӑн, вӑрӑм пурӑн теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3940 | Чипер пурӑннине мӗн ҫиттӗр? | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3941 | Чипер ҫӳренине ним те ҫитмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3942 | Чул ҫыруне ят ӳксен хӑтӑлас ҫук вилӗмрен. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3943 | Чун тухиччен чӑтас пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 4094 | Шӑпа куштан, пуян майлӑ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4101 | Шӑпа ҫитмен ана илнӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4095 | Шӑпа туханӑн ҫул вӑрӑм. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4096 | Шӑпа тухсан шӑпана тет. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4097 | Шӑпа тухсан шӑпчӑк та шӑн пӑрпа паллашать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4098 | Шӑпа тухсан шӑпчӑк та шӑпланать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4099 | Шӑпа тухсан юман айӗнче вилнӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4100 | Шӑпа шлепке мар. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4103 | Шӑпаран шыва сиксе те хӑтӑлаймӑн. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4102 | Шӑпасӑр пурнӑҫ пӑталать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4104 | Шӑпасем пӗр те, телейӗсем пӗр мар. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3944 | Шӑпӑрт пурӑнакан шӑпчӑкран ирттернӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 4105 | Шӑпу мӗнле, пурнӑҫу ҫапла. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3945 | Шыва путса вилме ҫырнӑ пулсан таканари шыв ҫинче те путса вилен. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3946 | Шыва сиксе виличчен ҫакӑнса вил. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3947 | Шывра кӗмӗл ирӗлмӗ, вилнӗ этем чӗрӗлмӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3948 | Ыр ҫын валли вилӗм пур, пире валли ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3949 | Ыр ҫын вилет — ӑсӗ юлать, ухмах вилет — пӑс та юлмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3950 | Ыр ҫын вилет — виҫ путек ҫуралать, усал ҫын вилет — виҫ путек ҫухалать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3953 | Ыр ҫын вилет — ят юлать, пуян вилет — мул юлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3952 | Ыр ҫын вилет — ят юлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3951 | Ыр ҫын вилет, унӑн ӗҫӗ пурӑнать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3954 | Ыр ҫыннӑн вилӗмӗ те ырӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3955 | Ыр ут утать — ҫул юлать, ыр ҫын вилсен ят юлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |